Реализация проекта "Родной язык-язык матери»

      Ачасене тӑван чӗлхене юратма, ӑна хисеплеме вӗрентес, пелевесене таван кетес синчен аталантарас теллеве шута илсе пирěн коллектив республика проектěнче «Чăваш чěлхи – анне чěлхи»  хутшăнма шутларăмăр. Ача сачě шайěнче хушу кăлартăмăр тата  план йěркелерěмěр. Приказра кěҫěн ушкăнран пуҫласа ачасемпе ушкăнра чăвашла калаҫмалла тесе палăртрăмăр. 

        Плана шута илсе, 2020-2021 верену суленче ике воспитатель  чăвашла вěрентес енěпе уйрăм курссене ятăмăр.

        Шкул ҫулне ҫитмен ачасем чěлхе тытăмěсене пуринчен те лайăхрах та тимлěрех вěренсе пыраҫҫě, ҫавăнпа та,  чăваш чěлхине шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе вěренме пуҫламалла.  Ку ěҫе эпир ěҫ программинчен пуҫларăмăр. Ку программăна ҫырнă чух С.Г. Михайлăвăн тěслěх программипе усă курнă. Палăртса хăварас килет: ҫак программа ялти ача  сачěсенче ҫук. Ҫак программа ěҫлесе ятăр тесе, унăн ҫумне, воспитательсен чăваш чěлхине пěлнě шайне шута илсе, кашни заняти валли конспект хатěрлерěмěр.  Ку ěҫе педагогсем малтанах тимлесех тытăнмарěҫ. Анчах та, ҫак ěҫе конкурс шайěнче йěркелесен ěҫ малалла кайрě. Конспектсенче тăватă йěркеллě сăвăсем, тупмалли юмахсем, ваттисен сăмахěсем, чăваш халăх вăййисене усă курса ҫырнă. Ҫак конспектсем республика шайěнче иртекен конкурссенче хутшăнчěҫ. Конспектсем чăвашлăха юратма тата чăваш чěлхин илемне курма вěрентеҫсҫě, «Чăваш тараватлахě» педагогика технологине пурнăҫласа пыраҫсҫě, чăваш апат-ҫимěҫěпе хăнасене кěтсе илессипе тата чăвашăн йăли-йěркипе паллашаҫҫě. Унсăр пуҫне, ҫак конспектсем ҫумне дидактика вăййисем хатěрлерěмěр.  Чăваш чěлхине юратма вěрентмелли тепěр мел шутěнче юрă-ташă.  Ку питě хăватлă мелсен шутěнче тесе шутлатпăр. Чăваш юрри-ташши яланах чи илемлисен шутěнче. Ҫак ěҫре те чăвашлăха юратни кирлě.  Пирěн ача сачě шкул ҫулне ҫитмен ачасене тăван культурине юратма  явăҫтарас ěҫпе тимленě май, уявсем чăваш ташши-юррисěр иртмест.    Уяв урлă ачасем халăхăн йăли-йěркипе паллашаҫҫě (Мăнкун, Сурхури, Акатуй). Чи пěлтрешлě уявсенчен пěри, ака уйăхěнче иртекен «Тăван ене юрат тата пěл»  викторина тесе шутлатпăр. Кунта эпир ачасем вěренӳ ҫулталăкăн вăхăтěнче чěлхене мěнле шайра пулнине палăртатпăр тата вěсен ӳсěмěсене чыслатпăр. Хатěр материалпа конкурссенче те хутшăнма ҫăмăлрах. Ҫак кунсенче эпир ачасем хушшинче иртекен «Чаваш вăййисем» видеоконкурсра хутшăнса, ҫěнтерӳҫě дипломне тивěҫрěмěр.   

Чăваш чěлхине вěрентмелле е ҫук тесе ашшě-амăшěсем хушшинче анкетировани ирттертěмěр: ашшě-амăшěсемпе курса калаҫрăмăр.  Анчах та вěсен хирěҫле хуравěсем пире кăмăла каймарěҫ. Ытларахăшě хирěҫ пулсан, тепěр пайне пур пěрех. Ҫакна шута илсе, эпир чăваш пулнин илемне, унпа мухтанмаллине ытларах кăтартас тесе тепер верену сул телне тěллевсем лартрăмăр.